Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗрешӳре иртнӗ ӗмӗр

Чӑваш халӑхӗн кӗрешӳпе пӗлӳ ҫулӗ ҫинче паллӑ йӗр хӑварнӑ пӗр тӑван виҫӗ ҫыравҫӑ Турхансенчен кӗҫӗнни А.В.Турхан революционер, ҫутлӑхҫӑ, педагог, писатель ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Уяв тӗлне Энтри Турхан ҫырнисен «Юлашки юррӑм» пуххи пичетленсе тухрӗ. Ӑна ҫыравҫӑ хӗрӗ Вероника пухнӑ, лайӑх умсӑмах ҫырнӑ, ҫыравҫӑ ывӑлӗ, чӑваш халӑх ӑсчахӗ Евгений Турхан журналист-писатель редакциленӗ. 2001 ҫулта В.Эктелпе Г.Юмарт пухнипе «Виҫӗ Турхан — пӗр тӑван» паха кӗнеке тухнӑччӗ.

Ҫак кунсенче Чӑваш Республики Турхансен ятне чыслӑ палӑртать. Шкулсемпе вулавӑшсенче литература вулавӗсем, тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем Энтри Турхан пьесисем тӑрӑх спектакльсем лартаҫҫӗ.

Елчӗк хутлӑхӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва вӑтам шкулӗнче асӑну хӑми уҫма палӑртнӑ, ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ пулать, яш-кӗрӗм кире пуканӗсемпе вӑй виҫсе пӑхасшӑн.

Турхансем — педагогсем, поэтсем, куҫаруҫӑсем, юрӑҫсем — чӑваш ӑс-пурлӑхӗн историне хӑйне харкам ушкӑн кӗрешӳҫисем пек кӗрсе юлчӗҫ. Вӗсем — тӑван ҫырулӑх вӑрманӗнче кӗреш юмансене ӳсме хӳтлӗх тупса панӑ паттӑрсем. Михаил Федоровран Константин Иванов патне, Ивановран Ҫеҫпӗл таран кӗпер хывакансем. Виҫҫӗшӗ те наци интеллигенцийӗн таса чунлӑ, ӑслӑ та ӗҫчен, вӗри чӗреллӗ малтанхи ушкӑнӗнче ҫӑлтӑрланса тӑраҫҫӗ.

Вӗреннӗ ҫынсем ХIХ–ХХ ӗмӗрсен чиккинче ытларах Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн пусарлӑхӗнчен пулнӑ Турхансем — Хусан шкулӗнчен ҫунатланса килнӗ ҫутлӑхҫӑсем. Ҫырулӑхӑн Чулхулапа Чикме тапхӑрӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗрпе Хусан вӑхӑчӗ ҫитсен Иван Яковлев шкулӗ ҫутлӑх ялавне ҫӗкленӗ, каярах ӑна Николай Никольский ушкӑнӗ тата ҫӳлерех йӑтса илнӗ. Пӗлӳ ҫӗклемне пӗтӗм вӑй-халпа йӑтнӑ хусанҫӑсен хушшинче — Пӑлаҫи ӳстернӗ виҫӗ Турхан. Вӗсем хальхи Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче вӑтам хуҫалӑхлӑ Васильевсен килӗнче ҫуралса ӳснӗ, малтанхи пӗлӗве кӳршӗри Курнавӑш ялӗнче пухнӑ. Илемлӗ хайлавсем ҫырма пуҫласан виҫҫӗшӗ те тӑван ял ячӗпе Турхансем пулса тӑнӑ. «Чӑваш литератури» вӗренӳ кӗнекисене, чӑваш энциклопедийӗсене вӗсем ҫак ятпа кӗрсе юлчӗҫ.

Виҫӗ Турханран кӗҫӗнни — Андрей Васильевич Турхан (8.8.1888-25.5.1972) пиччӗшӗсенчен пӑлхавӑрлӑрах, хӑюллӑрах та чӑрсӑртарах пулнӑ, тен, ҫавӑнпах ҫичӗ вилӗм урлӑ каҫса вӑрӑмрах та телейлӗрех ӗмӗр тупнӑ. Кӗрешӳри шӑпа патша саманинче те, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче те ӑна хытӑ хӳтернӗ, анчах вӑл тискер инкексенчен хӑтӑлса тухма пултарнӑ. Ӑна Якку пиччӗшӗ яш чухне питех те нумай ӑс пани вырӑнлӑ пулса тухнӑ.

Асли — Яков Васильевич Турхан (1874-1938), чӑваш культурин малтанхи утӑмӗсенех ҫӗнӗ курӑмпа пуянлатнӑ ӑслӑ та ӑста ҫын. Ҫӗр ӗҫне те, шкулпа чиркӳ вӑрттӑнлӑхӗсене витӗр пӗлсе тӑнӑ. Ӑна чӑвашсем кӑна мар, Хусан, Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Эрӗнпур, Ҫтерлӗ, Ӗпхӳ, Пелепей тавринчи вырӑс тӳри-шари те пысӑка хурса хисепленӗ. Чиркӳре ӗҫленӗшӗн айӑпласа, халӑх тусӗнчен «халӑх тӑшманӗ» туса 1937 ҫулта Архангельск облаҫне пуҫиле янӑ. Вӑрах вӑхӑтран ӑста педагог, поэт ячӗ халӑх умне тивӗҫлипе таврӑнчӗ, педагогикӑпа литература историйӗнче ҫирӗп вырӑн йышӑнчӗ.

Якку Турхан вӗрентсе аслӑ ҫул ҫине кӑларнӑ ҫынсем икӗ шӑллӗ кӑна мар. Вӗсене никам та шутласа пӑхман-ха. Поэтӑн биографийӗ те туллин пичетленмен.

Талантлӑ педагог-сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗнчи пӗр саманта палӑртса хӑварас тетӗп. 1895 ҫулта Хусанти учительсен семинарийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Яков Васильевич тӗрлӗ ҫӗре ҫитнӗ, ҫав шутрах хальхи Пушкӑртстанри Слакпуҫ шкулӗнче 1908 ҫулччен ӗҫленӗ. К.В.Иванов сӑвӑҫпа П.Т.Корина художница — унӑн вӗренекенӗсем. Ҫавӑнпа Турхан Яккӑвӗ хывнӑ «Варуҫҫи» (1902) эпикӑлла сӑвӑ кӗвви «Нарспи» поэмӑра илтӗннинчен тӗлӗнмелли ҫук.

Атте-анне ҫуратрӗ,

Атте-анне чун пачӗ,

Чун пачӗ те ӳт пачӗ,

Анчах пӑхма пӗлмерӗ.

Ӳсессине ӳсрӗм те,

Хӗрарӑм сӑнне илтӗм те,

Мана телей пулмарӗ...

Эй, аттеҫӗм-аннеҫӗм,

Мана ҫуратнӑ пӗр чунҫӑм,

Сыв пулӑр та пур пулӑр,

Пуянлӑхпа савӑнӑр,

Пурте ман пек ан пулӑр...

тесе шыва сикет чипер хӗр Варуҫҫи. Нарспие аса илтерет-и? Ҫакӑ Кӗҫтентинӗн вӗрентекенӗ Якку Турхан пулнине те пӗлтерет.

Турхансен вӑталӑхӗ — Хӗветӗр Турхан (1876–1932). Унӑн «Юмӑҫ» сӑвви «Чӑваш календарӗнче» 1903 ҫултах пичетленнӗ. Ӑна та тискер шӑпа тивнӗ — 1931 ҫулта пуп та кулак туса тытса хупнӑ, Улатӑр тӗрминче пуҫне ҫинӗ.

Кӗҫӗннин, Энтрин, шӑпи ҫӑмӑл пулмалла пек. Анчах вӑл апла мар. ХХ ӗмӗрте тӳрӗ кӑмӑллӑ чӑваш таланчӗсемшӗн нуша утӑм пусмассерен тупӑнса тӑнӑ. Революциччен те, совет влаҫӗпе ун хыҫҫӑн та.

Хура реакци вӑхӑтӗнче, 1909 ҫулта, Майӑн 1-мӗшӗнче ачасемпе революци юррисем юрланӑ тата Илле Тӑхти ҫыравҫӑпа шкулта тӗлпулу ирттернӗ тесе Андрей Турхана Чикме уесӗнчи Пушкӑрт шкулӗнчен кӑларса янӑ. Учитель ашшӗ-амӑшӗ патне тӑван килне ҫаврӑнса ҫитнӗ. Вӗрентӳпе ҫыру ӗҫӗ ҫине алӑ сулса хресчен ӗҫӗпе пурӑнма шутланине пӗлтернӗ. Епископра ӗҫлекен, чӑваш йӑхӗнчен тухнӑ Ухтомский кнеҫ Якку ыйтнипе ӗҫсӗр учителе Мамадӑшри миссионерсен курсне вырнаҫтарнӑ.

Мӗншӗн Энтри Турханӑн, чиркӳре те, шкулта та ӗҫлеме вӗреннӗ ҫивӗч те ӑслӑ ҫыннӑн, кайран та енчен енне куҫса ҫӳреме, ӗҫ шыраса асапланма тивнӗ-ха?

Халӑх пӑлхавӗсене хутшӑннӑшӑн. Ревоюци ӗҫне Андрей Васильевич Турхан Хусанта учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ чухне 1905 ҫулта кӗрсе кайнӑ: малтан «чӑваш чӗппи» тесе тӑрӑхлакан вӗрентӳҫӗсене тӑна кӗртнӗ, каярахпа семинаристсене хулари демонстрацие ертсе тухнӑ та малта хӗрлӗ ялав йӑтса пынӑ, театрти митингра сӑмах каланӑ. Патшан хура хурахӗсем (черносотенецсем) ҫавна сӑн ӳкерсе илнӗ, кайран пӑлхавӑрҫӑсене йӗрлеме, тапӑнма, персе вӗлерме пуҫланӑ. Энтри Турхан студент йӗрӗпе вӗсем семинарие пырса ҫитнӗ. Ҫакна пӗлнӗ Н.А.Бобровников директор Энтрие хӑвӑрт кӑна пуйӑс ҫине ӑсатса Якку пиччӗшӗ патне Аслӑ Пӑла Тимешне вӑхӑтлӑха пытанса пурӑнма янӑ. Семинари вӗрентекенӗсем — Н.И.Ашмарин, Н.В.Никольский, мордва ҫутта кӑларуҫи М.Е.Евсевьев, удмурт ҫутлӑхҫи И.М.Михеев, ыттисем те — пит аван вӗренсе пыракан чӑваш ачине патша пуҫ касанӗсен аллине паман, шкултан чиперех вӗрентсе кӑларнӑ.

Энтри Турханӑн пӑлхавҫӑ ячӗ юратнӑ хӗрне те (Елчӗкре пӗрле вӗреннӗ Лена Кедрова гимназисткӑна) хӑратнӑ. Вӑл ҫавӑнпах темле офицера качча тухнӑ, кайран шурӑ гвардипе ҫыхланса иккӗшӗ те вӑхӑтсӑр пӗтнӗ. Ҫак юрату ултавӗнчен сывалса ҫитеймен Энтрие хальхи Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Улхаш шкулне вырӑн тупса панӑ. Кунта ӑна, ӑшши-пӑшши вӑхӑтра ырӑ сунсах, пуп хӗрӗпе Юлия Ивановнӑпа пӗрлештернӗ. Пуп хӗрӗпе вӑл Семипалатинск облаҫӗнчи украин ялӗнчи чиркӳре ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунта Энтри Христос вӗрентӗвне никӗсе хурса коммунизм пурнӑҫне йӗркелес шут тытнӑ. Устав ҫырса хатӗрленӗ. Ҫак сӑлтавпа арӑмӗпе те урлӑ пулса кайнӑ. Коммунизм тӑвас текен пупа чиркӳрен кӑларса ҫапнӑ, Усть-Каменогорскра тытса хупнӑ, кайран ухмах тесе килне янӑ. Икӗ ҫул ӗҫсӗр пурӑнма тивнӗ. 1916 ҫулта ӑна миссионерсен курсӗнче вӗрентнӗ Андрей Ухтомский епископ хӑй патне Ӗпхӗве чӗнсе илнӗ, Ҫтерлӗ уесӗн миссионерне лартнӑ. Ҫапла вӑл чӑваш ачине иккӗмӗш хут инкекрен хӑтарнӑ.

1917 ҫулхи пӑлхавӑрсен вӑхӑтӗнче Энтри Турхан пӗтӗм кӑмӑлӗпе ҫӗкленсе кайнӑ.

— Тытӑр пӑшал! Урама, граждансем!

Мӑн революци ӗҫне хӑтарар! —

тесе чӗнет «Чӑваш марсельези» сӑввинче. Пӗтӗм чӑвашсен Чӗмпӗрти пӗрремӗш съездӗнче сӑмах калать, «Хыпар» хаҫата халӑх комиссарӗсен влаҫне майлӑ пулма чӗнсе ҫыру ярать. Унтах «Чӑваш историйӗ» тӗпчев пичетлет. Тӑван халӑх шӑпи ҫине тимлӗ ҫаврӑнса пӑхнӑ пӗрремӗш ӗҫ вӑл. Паттӑрла ӗҫ!

Элтешлӗх (граждан) вӑрҫи пуҫлансан поэт-кӗрешӳҫӗ шуррисемпе хӗрлисен хӗскӗчне лекет. Колчак ҫарӗнчи гвардеецсем Турхана персе вӗлерме тӑраҫҫӗ, анчах халӑх хисеплекен пупа вӗлерни шурӑ ҫаршӑн сиенлӗ иккенне чухласа ӑна Томск хулине хӑваласа яраҫҫӗ. Турхан Бийск хулине каять — унта Н.А.Бобровников инспекторӑн ывӑлӗ патӗнче пурӑнать, кӗҫех ялти шкула вӗрентме куҫать. 1919 ҫулта Алтайри ял, Евгений Турхан ҫырнӑ тӑрӑх, шуррисемпе хӗрлисен аллине 9 хутчен куҫнӑ. Пӗринче шурӑ полковника «Турхан хӗрлисене хӳтӗлет» тесе пӗлтернӗ. Ҫакаҫҫӗ чӑваш сӑвӑҫине. Анчах шуррисен ҫав самантрах ялтан васкавлӑн тухса тарма тивет. Ял халӑхӗ Турхана кашта ҫинчен касса антарать. Тӑнран кайнӑ ҫын майӗпен чӗрӗлет...

Ҫӗпӗртен таврӑнсан Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ патӗнчи Усӑллӑ (М.Н.Данилов-Чалдун ҫуралнӑ ял) шкулне вырнаҫать. Кунта каллех пуп пулнӑшӑнах ӗҫсӗр юлать, вара хальхи Авӑркас районӗнчи Трепел ялне (К.Д.Кириллов литературовед вӗреннӗ ял) чиркӗве ӗҫлеме вырнаҫать, 1921 ҫулхи выҫлӑхпа чир-чӗре хирӗҫ кӗрешет. «Юлашки юррӑм» кӗнекере «1 мая и поп» статья пур (вӑл Ҫтерлӗ кантонӗн «Известия» хаҫатӗнче пичетленнӗ).

Тӗн ӗҫне хӑй ирӗкӗпе пӑрахсан Энтри Турхан 1923 ҫулта Чӑваш Республикине Турхан вулӑсӗнчи Сителри шкула вӗрентме таврӑнать. Анчах кунта та пӑтӑрмаха лекет — ӑна суйлав прависӗр хӑвараҫҫӗ! Вара учитель 1925, 1926, 1928 ҫулсенче ЧАССР Тӗпӗҫтӑвкомне темиҫе хутчен этем прависене тавӑрса пама ыйтса ҫырать. Вӑл хӑйне, революцин ватӑ салтакне, совет влаҫӗшӗн кӗрешнӗ ҫынна тӗрӗс мар хӗсни унӑн намӑсӗ мар, чӑваш нацин намӑсӗ тесех пӗлтерет. Хӑйӗн кӗрешӳри ӗҫӗсене тата мӗншӗн пупра ӗҫлеме тивнисене тӗплӗн те уҫҫӑн ҫырса ӑнлантарать. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем тунӑ вӑхӑтра Андрей Васильевич Патӑрьел районӗнчи Упамсари шкулта ӗҫленӗ. Хастар ҫынна кунта та тапӑнаҫҫӗ, 1930 ҫулта пичет урлӑ элек сарса хуплама тӑрӑшаҫҫӗ. Энтри Турхан хӑраса тӑмасть — суя ҫынсене хирӗҫ хаҫата «Восстановите истину» ятпа хурав парать. Ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешме пӑрахмасть. Унӑн тӑван ял ҫыннисене вӑрман ҫӗрӗ ҫинче ҫӗнӗ хуҫалӑх тума чӗнсе каланӑ ҫырӑвӗ мӗне тӑрать! Ҫав ҫырура Турхан каялла чакми чӑтӑмлӑ та ӑслӑ ертӳҫӗ пулни тӳрех курӑнса тӑрать.

Пиччӗшӗсен пуҫӗ ҫине ӳкнӗ пуртӑ кӗҫӗнни ҫинче те ҫакӑнсах тӑнӑ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче вырӑс чӗлхин вӗрентӳ меслечӗсемпе нимӗҫ чӗлхине вӗрентнӗ чухне Андрей Васильевича буржуалла националист тесе 1937 ҫулта ӗҫрен кӑларса яраҫҫӗ. Татах ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ Турхан ним тӑхтаса тӑмасӑр Сталин ячӗпе вӑрӑм ҫыру ярать. Каллех хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем ҫинчен, мӗншӗн пупра ӗҫлеме тивни ҫинчен ӑнлантарать. Ҫыру Мускава ҫитсе те ӗлкӗреймен пулӗ — Турхана тӗрмене хупса лартаҫҫӗ. Мӗтри Юман, Митта Ваҫлейӗ тата ытти «халӑх тӑшманӗ» Мускава янӑ ҫырусене вуласа курнӑ эпӗ, ҫавӑнпа Энтри Турхан чунӗ ытти тӗрӗс-тӗкел ҫынсенни пекех ҫулӑмсӑр вутпа ҫуннине курса тӑратӑп. Нӗрсӗр ҫав вӑхӑтсен тискерлӗхӗ ҫинчен поэт ывӑлӗ Евгений Турхан витӗмлӗ ҫырса панӑ. Хамӑрӑн несӗлсен ырри-хурри ҫинчен пирӗн пурин те ҫапла ҫырса хӑварасчӗ. Ҫав ҫирӗплетӳсем хамӑрӑн халӑх шӑпине витӗмлӗрех ӑнланса илмелли кӗнеке пулса юлӗччӗҫ.

Пуҫ ҫинчи пуртӑ айӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн 1938–1962 ҫулсенче А.В.Турхан тӑван кӗтесри Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче вӗрентсе пурӑннӑ. Хаяр Чалтан вӑрҫи, кирлӗ-кирлеми тӗрлӗ ҫӗнетӳ кӗрлесе иртнӗ. Сармантей самани тӑван халӑхшӑн тӑракан ҫынсене арман чулӗ айӗнче авӑртни кӗрешӳҫӗ этемӗн пӗтӗм ҫутӑ ӗмӗтне касса пынӑ. Вара А.В.Турхан литература ӗҫӗнчен пӑрӑннӑ. Ӗҫри юлашки 20 ҫулӗнче пӗтӗм вӑйне, ӗлӗкхи пекех тӑрӑшса, тӑван халӑх ачисене панӑ. Мускаври ют чӗлхесен пединститутӗнчен вӗренсе тухнӑскер, унтах учительсен институтӗнче ӑсталӑха хӑнӑхнӑскер — Андрей Васильевич вӗрентӳ меслечӗсене те, чӗлхесене те, ачасен чунне те витӗр пӗлсе ӗҫленӗ.

Ҫакна паллӑ педагог-чӗлхеҫӗсем Александр Уськин, Михаил Федотов, чӑваш халӑх ӑсчахӗ Алексей Никифоров химик-технолог тата ыттисем аса илсе ҫырни темрен те лайӑх ҫирӗплетсе тӑрать.

Самана кӑштах уҫӑлсан, пенсие тухсан Патӑрьелӗнче пурӑннӑ чухне ватӑ педагог асаилӳсем ҫырма пуҫланӑ.

Хӑйсене халӑх чысланине Турхансем курайман. Виҫӗ Турхан ячӗ чӑваш литературин кӗнекисенче каярахпа кӑна курӑнма пуҫларӗ. Виҫӗ сӑвӑҫӑн литературӑри еткерне Анатолий Васан, Геннадий Юмарт, Виталий Родионов, Герман Желтухин тата ыттисем тӗпчесе ҫырчӗҫ. Курнавӑшпа Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗсен чаплӑ музейӗсенче Турхансен кӗтесӗ хӑтлӑ, пуян. Кунти тавра пӗлӳҫӗсем ентешӗсен кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ӳркенмесӗр, чунтан юратса та хисеплесе тӗпчеҫҫӗ. Тӗпчевсем вӗҫленмен-ха.

* * *

Турхансен литература еткерӗ туллин упранса юлман. Юлма та пултарайман. Апла пулсан та вӗсен литература историйӗнчи расна паллӑ вырӑнӗ ҫинчен ҫирӗппӗнех ырласа калама пултаратпӑр.

Энтри Турхан — сӑвӑҫ (поэт), пӑраснаҫӑ (прозаик), шилӗкҫӗ (драматург), тӑлмач, сӑмахҫӑ (фольклорист). Сӑмахлӑх ӗҫӗнчи талпӑнӑвӗсем, ытти тантӑшӗнни пекех, Раҫҫейри ХХ ӗмӗрӗн 10–20-мӗш ҫулӗсенчи халӑх пӑлхавӑрӗсемпе элтешлӗх вӑрҫи вӑхӑчӗсенче пулса иртнӗ. Ку тапхӑрта унран ҫулӗсемпе кӑшт аслӑрах е тантӑш Григорий Тимофеев, Гаврил Кореньков, Данил Демидов-Юлташ, Михали Акимов, Сергей Сорокин, Тарас Кириллов, Тайӑр Тимкки, Гурий Вантер, Илле Тӑхти, Мӗтри Юман — пурте ҫырулӑхри ӗҫтешсем, вӗрентӳҫӗсем, «чӑвашӑн та илемлӗ сӑмахлӑх пултӑр» тесе вӑй хунӑ, ҫутлӑх ӗҫне нуша витӗр туртса тӑнӑ ҫынсем. Уҫӑ пичет пулман пирки пурте ал ҫыру журналӗсем кӑларнӑ. Вӗсен пурнӑҫне патшалӑх тӑршшипех хӗскӗчпе хӗстерсе, пӑркӑчпа пӑркӑчласа таптанӑ. Г.А.Кореньковпа Т.К.Кириллов шӑписем кӑна тикӗсрех иртнӗ. Ҫырасса та вӗсем кӗрешӳпе ирӗклӗхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсенчен пӑрӑнарах хайланӑ.

Сахал йышлӑ халӑхсен ҫӗнӗ ӳнерӗсем хӗҫпе вут айӗнчен хӗсӗнсе тухнӑ. Ҫакна Энтри Турхан пултарулӑхӗ, сӑввисемпе юррисем питех те уҫҫӑн кӑтартса тӑраҫҫӗ. Халӑх сӑмахлӑхӗ, вырӑс поэзийӗ, тантӑшӗсен хастарлӑхӗ Энтрие хытӑ хавхалантарнӑ. Вӑл халӑх сӑвви-юррине пухнӑ («Укӑлча тулӗнче юр тӑвӗ, шӑнкӑртатса юхаҫҫӗ шывӗсем», 1903), хӑй те фольклор мелӗпе хайланӑ («Ухмах ҫинчен хунӑ юмах», «Атте-анне халалӗ», 1905; «Аттемпе аннене», 1916 сӑвӑсем; «Ачам тӑпри ҫине» эпитафи, 1915), ют чӗлхесенчен чӑвашла сахал мар куҫарнӑ. Французла та нимӗҫле лайӑх пӗлнӗ, Европӑри революцисен шульӑшне ытти тантӑшӗнчен тарӑнрах сывласа илнӗ.

Сиксе тӑр, ӗҫ халӑхӗ, пур

тӗнчипех,

Ҫап-хуҫ тӑшмана, выҫ тӑванӑм!

Сассу таврупа янӑратӑр!

Малалла, малалла, малалла! —

тесе чӗннӗ ҫамрӑк революционер хура халӑха Пӗрремӗш пӑлхавӑр вӑхӑтӗнче те, Юпари революци пуҫлансан та.

«Пытару маршӗ» (Вы жертвою пали в борьбе роковой), «Варшавянка» (Вихри враждебные веют над нами), французларан тата вырӑсларан куҫарнӑ «Интернационал» (Вставай, проклятьем заклейменный) юрӑсем Хусан урамӗнче чӑвашла янӑранӑ хыҫҫӑн чылай кайран кӑна пичете кӗме пултарнӑ. Малтанхи «Хыпарта» «ырлӑхӑра вӑрҫса илӗр» тенӗ йӗркешӗнех Тайӑр Тимккине тытса хупнине аса илме тивет. Ҫав лару-тӑрура чӗнӳ поэзийӗ сӑмах вӗҫҫӗнех хаяр кӗрешӗвӗн ҫивӗч хӗҫ-пӑшалӗ вырӑнне йышӑннӑ, чӑваш яш-кӗрӗмне чӑмӑртанма пулӑшнӑ. Чӗмпӗрте ку кӗвве К.В.Иванов палӑртса хӑварнӑ: «Вӑранӑр, тапранӑр, чӑваш ҫыннисем!»

«Вӑран, хура халӑх» (1905) сӑвӑ сӑмахӗсем ӗҫлекен пӗтӗм халӑх шухӑшне, шӑпине уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ: «Этем вӑйӗпе хӑватлӑ Хура халӑх пӗрлешсен, Ҫапса сирпӗтӗ мӑнаҫлӑн патшана керменӗнчен!»

Хура реакци ҫулӗсенче, ӑнлантармасӑрах паллӑ, пӑшӑрхану, хурлӑх, иккӗленӳ шухӑшӗсем тапса тухаҫҫӗ. «Хӗпӗртех, ултавла чура чун. Ирӗклӗх, тӳрӗлӗх хупӑнчӗҫ! Савӑнӑр, усалпа хура юн — Чӗрӗлӗх юррисем татӑлчӗҫ!» («Тӗрмере» сӑвӑ, 1912).

«Вӗри чӗремпе ҫамрӑкран чӑваша Чунтан юратса хуйхӑрса пурӑнтӑм. Чӑваш халӑхне ҫутатас шухӑша Ютсен куҫӗнчен пытарма тӑрӑшрӑм» («Ютри пурнӑҫ», 1913). «Ӗмӗр иртет ют ҫӗрте, Ют ҫынсемшӗн ӗҫлесе... Йывӑр ютра вилесси» («Ют ҫӗрте», 1915). Поэт — тӑван халӑхпа, вӑл уншӑн ҫунса пурӑнать. Анчах — май ҫук. Энтри Турханӑн «Тӑван халӑхӑм! Сехет ҫитрӗ — вилеп... Ман юррӑмсене юратса вуласам» текен хурлӑхлӑ элегийӗ («Юлашки юррӑм», 1915) чылай каярахпа Н.И. Шелепи сӑввисенче ӗнӗрленсе каять.

1917–1922 ҫулсенче Энтри Турхан тепӗр хут хастарланса «Кӗркуннехи шухӑшсем», «Канаш», «Чӑваш халӑх юрри, «Чӑваш марсельези», «Мухтав юрри», «Ҫамрӑк тӑванӑмсене», «Чӑвашшӑн тӑрӑшса вилнӗ ҫынсене асӑннӑ чух» тата ытти сӑввисене ҫырать. Вӗсем чӗнӳллӗ, ҫирӗп, янӑравлӑ. «Ҫамрӑк чӗре вӗресе ҫунмасассӑн Сӳннӗ чӗрен вуттине кам ҫутас. Ҫамрӑк чӑваш чӑваша пӑрахсассӑн Кам чӑваша пулӑшма пултарас» («Ҫамрӑк тӑванӑмсене», 1921). Кунта Ҫеҫпӗлӗнни пек ҫирӗплӗх те, ӑсталӑх та курӑнсах тӑрать.

Революци гимнӗсемпе маршӗсем Энтри Турхан ятне чӑваш литературин историйӗнче ыттисенчен (Алексей Миллирен, Николай Шелепирен тата ытти сӑвӑҫпа куҫаруҫӑран) чылай мала кӑларса тӑратаҫҫӗ. Пӑлхавӑрсен ҫӳллӗ хумӗ ҫинче малта тӑни ӑна революципе кӗрешӳ трибунӗ туса хунӑ. Поэзире Ҫеҫпӗл ҫиҫӗмле ҫӗкленсе хӑпарнинче Энтри Турхан сӑввисемпе сӑвӑ вӗрентӗвӗн тӳпи те пур. Турхан силлабо-тоника сӑвӑ хывӑмӗ ҫинчен ятарласа статья ҫырса ачасене вӗрентнӗ. Хӑй те сыпӑкпа пусӑм (силлабо-тоника) сӑввисен лайӑх тӗслӗхӗсене ҫырса кӑтартнӑ. Ҫаксем пурнӑҫри паттӑрлӑх та, литературӑри ҫӗнтерӳ те! Совет влаҫӗ чӑваш генийӗсене мӗншӗн хисепе хуманнине, Турхансенче пуп йӳтӗмӗ тупса, Ҫеҫпӗле «буржуй националисчӗ» туса таптанине истори аяккалла тӗрӗсех сирсе пӑрахрӗ.

Г.Ф.Юмарт тӗпчевҫӗ «Сӑвӑ ҫырас ӑсталӑх» статьяна Энтри Турхан малтанласа 1906 ҫултах «Шурӑмпуҫ» журнал валли ҫырнӑ пулӗ, кун кӗнекинче 1907 ҫулта асӑннӑ тесе палӑртать. Ҫыру кӗввипе вӑл — «Хыпар» хаҫат валлиех. Анчах пичетленсе ӗлкӗреймен. «Пирӗн хальхи сӑвӑсем — пуҫламӑш сӑвӑсем. Ун пек сӑвӑсем пур халӑхӑн та пулнӑ... Вӗсенче пусӑм палли ҫук тесен те юрать. Чӑваш чӗлхинче пусӑм пӑтранни ҫинчен эпӗ нумай шухӑшларӑм... Чӑвашӑн пусӑм сӑмах хыҫӗнче пулмалла, анчах сӑмах хысӗнче мар пулсан, вӑл уҫӑ мар сасӑран уҫӑ сасӑ ҫине ӳкме тӑрӑшать.... Пирӗн хушӑмӑрта ку таранччен пусӑм хуть мӗнле пулсан та кайри сасӑсенче пулать текен йышлӑ... Ҫичӗ сыпӑклӑ авалхи татуллӑ сӑвӑсене ҫыракансем вырӑссен хушшинче те питӗ нумай пулнӑ. Анчах тӗслӗх пирӗн вӗсенчен мар, вырӑс классикӗсенчен илмелле. Пушкин пек ҫырма тытӑнар. Пӗр хӑнӑхсан ҫичӗ сыпӑклӑ татуллӑ сӑвӑ ҫырни пекех ҫӑмӑл». Ҫакна каярахпа Ҫеҫпӗл Мишши тата ҫирӗпреххӗн ӑнлантарса «Сӑвӑ ҫырассипе ударени правилисем» статья кӑларать, чӑваш поэзине анлӑ ҫул ҫине ҫирӗппӗн тӑратать.

А.В.Турхан хӑйӗн чӗнӗвне прозӑпа драматургире те ҫирӗплетнӗ. Ӑру-несӗл тата ял историне тӗпчесе ҫырнисем, куҫарусем, «Чӑваш историйӗ» анлӑ пӗтӗмлетӳ — тава тивӗҫлӗ ӗҫсем. Вӗсене тӗпчевҫӗсем тӗрӗс хакласа ҫырчӗҫ ӗнтӗ. Энтри Турхан драматургийӗ пирки те ырӑ сӑмах каласа хӑвармаллах. Унӑн «Тӗпсакай» драми — курӑмлӑ пьеса. Чӑвашлӑха хӳтӗлесе ҫырнӑскер. Вӑл тулаш чӑрмавсенчен ытларах пире шалти нӗрсӗрлӗхпе ухмахлӑх хытӑ таптаса пынине вирлӗ ҫутатнӑ. Пӗлӳ тӗнчинче малалла талпӑнакан ҫамрӑк учителе Павел Нухрата шкул пуҫлӑхӗ, аслӑ та ӑслӑ курӑнас тесе пӗли-пӗлми вырӑсла пакӑлтатакан тӑмсай Кӑлттик Михали жандармсен аллине тытса парать. Ҫапла тӑвас тесе вӑл вӗрентекенсем пурӑнакан ҫурт сакайне кӗме шӑтӑк чавать, унта ларса учительсен калаҫӑвне вӑрттӑн итлет, революци литературине чиксе хӑварса элек сарать. Эрехпе улталаса хӑйне майлӑ кӳнтеленсем тупать. Хӑйӗнчен ӑслӑрах ҫынсене пайтах ҫапла пӗтернӗ мӑнкӑлтӑк ҫав чӑваш. Хальхинче те Нухрат савнийӗпе учитель пуҫне ҫиет. Пурнӑҫ тӗрӗслӗхне ӑнланма пуҫланӑ, кӗрешӳ ҫулӗ ҫине тухнӑ ҫамрӑксем сутӑнчӑка хӑйне те тавӑраҫҫӗ.

Паян та ҫивӗч-ха чӑвашлӑха упраса аталантарас ыйту. Ҫавӑнпа ку драмӑна ялсенче савӑнсах вулаҫҫӗ. Шилӗк ҫине кӑларакансем те пур. Тӗрӗс сӑмахӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм.

...А.В.Турхан вил тӑпри Патӑрьел райцентрӗн масарӗнче, чул часанирен сылтӑмалла чалӑшшӑн 150–200 метрта, йывӑҫсем айӗнче упранать. Тирпейлӗ, таса масар вӑл. Ҫын пырсах ҫӳрет тӑван халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешнӗ талантлӑ ҫыравҫӑ, ӑста педагог палӑкӗ патне. Эпир ҫитнӗ чухне унта чӗрӗ кӗрен чечексем аякранах курӑнса ларатчӗҫ.

Виталий Станьял
«Хыпар», 2013, юпа, 3


 
Категорисем: Турхан Энтри
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-10-07 09:44:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6104 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем